План-конспект урока по чувашскому языку 8 класс на тему Хурăн

Раздел Другое
Класс 8 класс
Тип Конспекты
Автор
Дата
Формат doc
Изображения Есть
For-Teacher.ru - все для учителя
Поделитесь с коллегами:

МБОУ «Основная общеобразовательная школа №2»



УРОК НА ТЕМУ:

Чǎваш вǎрманĕ.

Хурǎн.



Урок провела учитель

чувашского языка

Ильина Оксана

Разиновна

20.03.12

в 8б классе



г.НОВОЧЕБОКСАРСК,2012г.

ТЕМА: Чǎваш вǎрманĕ. Хурǎн

ТĚЛЛЕВĚСЕМ:1.Ачасен пуплевне, калаçу хǎнǎхǎвне аталантарасси, пуплеве синонимсемпе пуянлатасси, хурǎн çинчен калав йĕркелесси;

2. Йывǎç ячěсене аса илесси, çирěплетесси;

3. Ачасен тавракурǎмне пуянлатасси, çут çанталǎка юратас, упрас туйǎма вǎйлăлатасси.

УРОК ТĚСĚ: калаçу.

ÇĚНĚ СǍМАХСЕМ: йǎрǎс (стройная), хÿхĕм (красивая), пайта (польза).

Физкультура саманчĕ Урок юхǎмě

1.Сывлǎх сунни

2. Çанталǎк çинчен калаçни

Шурă юр ирĕлет

Çеçен хир чĕрĕлет.

Ешĕл курăк ÿсет,

Вăл хăçан пулать - ши?

3.Килти ěçе тěрěслени

1)Йывǎç ячěсене аса илни;

- Ачасем вăрмана кайса килер-ха. Вăрманти йывăç ячĕсене чăвашла аса илер-ха. Чǎваш вǎрманĕсенче мĕнле йывǎçсем курма пулать-ши?

(Слайдпа йывǎç ÿкерчĕкĕсене сǎнласси, ячěсене чǎвашла каласси -презентаци «Йывăçсем вырăсла-чăвашла»).

2) Схемăсем усă курса вĕреннĕ йывăç ячĕсене пĕлесси, вĕсем çинчен каласа парасси

4.Урок темипе тата тěллевěсемпе паллаштарни

1). Тема, тěллевěсем

- Паян урокра чǎваш вǎрманĕнчи тепĕр йывăçпа тĕплĕнрех паллашăпăр, вулăпăр, ыйтусем çине хуравлăпăр, кластер йĕркелĕпĕр, çав йывăç çинчен каласа парăпăр.

- Яштака та илемлĕ вăл, хÿхĕм те çÿллĕ, йăрăс та капăр. Мĕнле йывăç çинчен сăмах пырать-ши? (Хурăн)

2). Тетрадь çине число, тема çырни

5. Темǎна уçса пани

Словарь ĕçĕ

Яштака, илемлĕ, хÿхĕм, çÿллĕ, йăрăс, капăр сăмахсем вырăсла менле пулаççĕ-ши? Кам пĕлет?

(Пĕр ача словарьпе ĕçлет, кайран доска çине çырса хурать).

1.- Ачасем, мĕнле шутлатăр: 1)Хурăн ăçта-ăçта ÿсет?

2)Вăл илемлĕ йывǎç-и?

3) Çак йывǎçа кампа танлаштарма пулать?(хĕрпе)

4)Мĕншĕн? Мĕнле сăмахсем хурăн сăмах патне те,

хĕр сăмах патне те калама пулать?

План-конспект урока по чувашскому языку 8 класс на тему ХурăнПлан-конспект урока по чувашскому языку 8 класс на тему Хурăнхĕр хурăн

илемлĕ

хитре

чипер

капăр

хÿхĕм

яштака

йăрăс

тÿрĕ

çÿллĕ

- Çак сăмахсем хушшинче синонимсем пур-и?

- Вĕсем вырăсла мĕнле куçаççĕ?

- Çак сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсем, предложенисем йĕркелĕр.

Текстпа ĕçлени

- Епле илемлĕ йывǎç çинчен калаçатпăр эпир паян. Тĕплĕнрех ун çинчен текста вуласа пĕлĕпĕр (170 стр.).

- Кашни йывǎç этеме, çут çанталăка хăйне май усă (пайта) парать. Хурăнăн

пайти мĕнре-ши?

- Сирĕн тимлĕхе тестпа тĕрĕслĕп. Урок вĕçĕнче çак йывǎç çинчен схема тăвăпăр.

(Ачасем çурма сасăпа вулаççĕ, куçараççĕ).

3.Ачасен тимлĕхне тĕрĕслени

-Ачасем, хурăн усăллă йывǎç-и? Унăн пайти мĕнре-ши?

Хурăнăн пайти(усси):

*хурăн шывĕ - сиплĕ эмел (ангинăран, çăпанран, ÿт илмен сурансенчен сипленеççĕ);

*тавралăха илем кÿрет;

*сывлăша тасатать;

* хурăн хуппинчен кăшкар(колодка для наматывания ниток);

* хурăнран сĕтел-пукан, фанера, паркет тăваççĕ;

*вутă вырăнне усă кураççĕ;

*милĕк тăваççĕ - çемçе те ачаш;

* хурăн - юмахпа халăх юррисен геройĕ.

4.Кану вăхăчĕ

Магнитофонпа «Хурăн çулçи» юрра итлесси

- Ĕлĕк-авал хурăн тавра вăйă карти(хоровод) пуçтарăннă. Çак йывǎçа килĕштерсе юрă юрланă.

- Ку юрăра хурăн мĕне илем кÿрет?(Тавралăха)

(Юрă итлени).

5. Схема туни

План-конспект урока по чувашскому языку 8 класс на тему Хурăн

6. Схема тăрăх хурăн çинчен калав йĕркелени.

7. Текста вуласа предложенисем суйласа илсе «Хурăн» çинчен калав йĕркелени. (Вăйлă ачасем валли)

1.Вуласа тух.

2. Кирлĕ предложенисене маркерпа паллаă туса калав йĕркеле

3. Калава ят пар.

Ман шухăшпа хурăн тăрăхри чи илемлĕ йывăç вăл.

Илемлĕ кăна мар, пархатарлă та.

Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра хурăна мухтаса, халалласа çырнă виçесĕр нумай сăвă-кĕвĕ çÿрет. Çынсем çак йывăçа çав тери килĕштернĕ, унпа яланах çыхăну тытнă. Ăçта кăна çитĕнмест пуль вăл! Çĕр-шывăн чи сивĕ вырăнĕсенчен пуçласа ăшă кăнтăра çитичченех хăйне аталанма мехел тупать. Хурăн вăрри таçта ÿксен те чиперех шăтса тухать. Нимĕнле тăпрана та тиркемест. Ку тĕлĕшпе америка вĕрени те хурăнран чылай кайра тăрать. Хăвăрт çитĕннине пула ытти йывăçсене валли хÿтлĕх хатĕрлет вăл. Çынсем çак йывăçăн тĕлĕнмелле уйрăмлăхне асăрханă: ытти йывăçсемпе танлаштарсан ăна нихăçан та аçа çапмасть. Хурăнлăх тĕксĕм те пĕлĕтлĕ çанталăкра та çуталса ларать. Çуркунне пуçланнă чухне йывăçăн вулли çинчи кăштах тĕксĕмленнĕ çÿхе хупăсем çилпе хăйпăнса ÿкеççĕ. Ку чухне йывăç тата шурăрах, илемлĕрех курăнать. Шурă хурăн. Хитре те, усăллă та вăл. Çулталăкăн кашни вăхăтĕнчех çынсене хăйĕн патне туртать. Çак йывăçăн ырă енĕсене каласа пĕтерме те йывăр.

Çуркунне çывхарнă май вăл çынсене хăйĕн тутлă шерпечĕпе хăналать. Пирĕн тăрăхра çитĕнекен шĕвĕр çулçăллă вĕренепе иккĕшĕ кăна питех те пылак шыв кăларма пултараççĕ. Хурăн шывĕнчи сахăрăн хисепĕ 2, вĕренен 5 процента çитиччен пулать. Ĕлĕкхи вăхăтра çынсем хурăн шывне юхтарса, ăна вĕретсе, пăслантарса çăра пылак шĕвек хатĕрленĕ. Хурăн вулли питех те çирĕп, хĕрÿллĕ. Урапа тĕнĕлĕсене ĕлĕкренех хурăн тикĕчĕпе сĕрсе çемçетнĕ. Çак йывăçăн хуппипе те усă курма пĕлнĕ ĕлĕкхи çынсем. Унран апат-çимĕç тытмалли чĕрессем хатĕрленĕ.

Çуллахи вăхăтра çынсем хурăн милĕкĕ нумай хатĕрлеççĕ. Вăл пиçĕ, ырă шăршăллă. Вĕри мунчара унпа çапăннă хыççăн ÿт-тир çемçелет, çĕнĕ вăй хушăнать. Çуркунне хурăн кăчкине эмел вырăнне пуçтараççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма усă кураççĕ. Вăрмансенче, уйрăмах çулçă тăкăнсан, шурă вулăсем çинче хура тĕслĕ пысăк шыçăсем хăпарса тăнине час-часах асăрхама пулать. Халăхра ăна хурăнăн хура кăмпи - чага теççĕ. Халĕ унпа тĕрлĕ чирсенчен сипленнĕ чухне усă кураççĕ.

Мĕн кăна парнелемест иккен пире шурă хурăн. Çав вăхăтрах çак йывăç çине эпир питех те сахал тимлĕх уйăратпăр. Тĕрĕссипе каласан, хурăн - вăрман йывăçĕ. Те унăн вăрăм, пиçĕ турачĕсем шерепе евĕр усăнса тăнăран халăхра ăна савни сăнарĕпе танлаштараççĕ. Ял варринчи тарăн çырмасенче çитĕнтерме питех те меллĕ ăна. Кунта вăл тăпрана кĕрхи-çурхи шывсем юхтарасран та лайăх сыхлать, таврана та илем кÿрет. Чылай йывăçпа танлаштарсан, хурăнăн ĕмри палăрмаллах кĕске. Пĕвĕпе вăл вăтăр метртан ытла çĕкленме пултарать пулсан, ĕмри вара 150 çул кăна.

7.Тест (презентацире)

1.Пирĕн тăрăхра хурăн ăçта тĕл пулать?

а)пур çĕрте те

ă)çырмара кăна

2.Хурăн миçе метра çити ÿсет?

а)15 м

ă) 25 м

3.Вуллин диаметрĕ миçе сантиметр таран пулать?

а)80 см

ă)10 см

4. Хурăн миçе çул пурăнать?

а) 150 çул е ытларах

ă) 80 çул е ытларах

5. Хурăн мĕнле усă парать?

а)хурăн шывĕ - сиплĕ эмел

ă)çырла тăвать

8.Тĕрĕс хуравсем (презентацире)


6.Пĕтĕмлетÿ

-Урокра мĕнле йывăç çинчен калаçрăмăр?

-Çак йывăçăн усси(пайти) мĕнре?

-Йывăçсене пирěн упрамалла-и? Мěншěн?

-Урокра мĕнле синонимсем тĕл пулчĕç?

7.Киле ĕç пани

  • 1 ушкăн: Хурăн йывăç çинчен каласа пама хатĕрлен.

  • 2 ушкăн: Хурăн çинчен çырнă сăвă е юрă тупса кил.

  • 3 ушкăн:Вăрман çинчен ваттисен сăмахĕсем тупса кил.

8.Ачасен ĕçне хаклани

© 2010-2022